Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
20 Июнӗн 2022, 12:52

Ревакцинаци енӗпе малта пыракан Пушкӑртстан районӗсем паллă

Çакăн пирки Сывлăх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ Айрат Рахматуллин пӗлтернӗ.

Ревакцинаци енӗпе малта пыракан Пушкӑртстан районӗсем паллă
Ревакцинаци енӗпе малта пыракан Пушкӑртстан районӗсем паллă

Правительствӑн кашни эрнери оперативлӑ канашлӑвӗнче регион Сывлăх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ Айрат Рахматуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, пуринчен лайăхрах ревакцинаци Пишпÿлек, Краснокама тата белокатай районӗсенче пырать.

"Пӗтӗм республикипе илсен, ковида хирӗҫ вакцинацилеме тивӗҫлӗ халӑхӑн 115 процентне вакцинациленӗ, 106% вакцинацие пӗтӗмӗшпех вӗҫленӗ. Ревакцинаци 609 178 ҫын иртнӗ", — палӑртнӑ министр.

Пушкӑртстанра пандеми пуҫланнӑранпа 289 910 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 51-шӗ юлашки талӑкра. Стационарта 117 ҫын (ҫав шутра 60+ 79 ҫын) юлать. Амбулаторире 364 ҫын (ҫав шутра 60+ 127 ҫын) пур. 283 706 ҫын сывалса тухнӑ, вӗсенчен 53-шӗ юлашки талӑкра.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Ревакцинаци енӗпе малта пыракан Пушкӑртстан районӗсем паллă
Ревакцинаци енӗпе малта пыракан Пушкӑртстан районӗсем паллă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: