Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, коронавирус инфекцийӗпе чирлени ҫинчен калакан даннӑйсене регион оперштабӗ пичетлесе кӑларнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа ковидпа вилнӗ 5727 ҫынна регистрациленӗ. Юлашки талӑкра виҫӗ самант пулса иртнӗ. Аса илтеретпӗр, малтанхи кунсенче асӑннӑ инфекципе пӗр вилӗм регистрациленӗ.
49 ҫыннӑн COVID-19 диагнозне ҫирӗплетнӗ, инфекциленнисен шучӗ кӑшт чакни палӑрать. Коронавирус инфекцийӗпе регионта пурӑнакан 289 959 ҫын чирленӗ.
Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра стационарта 107 пациент, амбулаторире 336 сипленет.
Халӑха вакцинациласси малалла пырать. Пӗрремӗш компонентпа 5008 ҫын вакцинӑланӑ, иккӗмӗшӗпе – 7701.
Çăлкуçĕ: https://resbash.ru/news