Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
24 Июнӗн 2022, 10:31

Пушкӑртстанра COVID-19 пула вилнин тӗслӗхӗсене хаман та регистрацилеççĕ

Талӑк хушшинче тата виҫӗ ҫын вилнĕ.

Пушкӑртстанра COVID-19 пула вилнин тӗслӗхӗсене хаман та регистрацилеççĕ
Пушкӑртстанра COVID-19 пула вилнин тӗслӗхӗсене хаман та регистрацилеççĕ

Талӑк хушшинче тата виҫӗ ҫын чирлесе ӳксе вилнĕ. Регион Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ковидпа вилнисен пӗтӗмӗшле йышӗ 5 733 çынна ҫитнӗ.

Талӑк хушшинче медиксем коронавирусӑн 52 ҫӗнӗ тĕслĕхе тупса палӑртнӑ. Стационарсенче 98 пациент сипленет, вӗсенчен 56-шĕ 60 ҫулран аслӑрах. Вӗсенчен 9 ҫын сывлăхĕ йывӑр шайра.

Амбулаторире 307 ҫын сипленет.

Пушкӑртстанра пӗрремӗш компонентпа 2 872 707 ҫын вакцинӑланӑ, вакцинацие пӗтӗмӗшпех (1 тата 2 компонент) — 2 669 447 ҫын вӗҫленӗ. Регионта пурӑнакан 618 054 ҫын ревакцинаци иртнӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра COVID-19 пула вилнин тӗслӗхӗсене хаман та регистрацилеççĕ
Пушкӑртстанра COVID-19 пула вилнин тӗслӗхӗсене хаман та регистрацилеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: