Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх
18 Июлӗн 2022, 08:07

Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑра коронавируспа чирленин ӳсӗмне ҫирӗплетет

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑра коронавируспа чирленин ӳсӗмне ҫирӗплететПушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑра коронавируспа чирленин ӳсӗмне ҫирӗплетет
Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑра коронавируспа чирленин ӳсӗмне ҫирӗплетет

Пушкӑртстанра юлашки эрнере коронавируспа чирлекенсен пысӑках мар ӳсӗмӗ, 4 процентпа танлашнӑскер, упранать. Кун ҫинчен ПР Правительствин ЦУРти канашлӑвӗнче республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Айрат Рахматуллин каласа панӑ.

Айрат Рахматуллин палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 30 кун хушшинче COVID-19 пуҫланнӑ тӗслӗхсен шучӗ 37% чакнӑ.

"Хальхи вӑхӑтра Пушкӑртра пурӑнакан 2 761 130 ҫын е халӑхӑн 111,1 проценчӗ пӗтӗмӗшпех вакцинӑланӑ, пӗрремӗш компонент вара 2 936 134 ҫын сыпӑннӑ. Ревакцинацие 656 190 граждан ирттернӗ", — каласа панӑ ПР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑра коронавируспа чирленин ӳсӗмне ҫирӗплетет
Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑра коронавируспа чирленин ӳсӗмне ҫирӗплетет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас