+15 °С
Пӗлӗтлӗ
РФ правительствин постановленийӗ 2022 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа обязательнӑй медицина страхованийӗн сферинче персонификациленӗ учета тытса пымалли ҫӗнӗ правилӑсене ҫирӗплетнӗ. Декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа медучрежденисенче медстраховани полисне кӑтартма кирлех те мар. Ку полисӑн цифра формачӗ ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ, страхланӑ граждансем ҫинчен калакан сведенисем патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнче упранӗҫ. Медицина пулӑшӑвне илме паспорт е ҫын кам иккенне ӗнентерекен тепӗр документ та ҫителӗклӗ пулӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.