Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
30 Ноябрӗн 2022, 20:44

Пушкӑрт донорӗсем валли пӗр хутчен паракан тӳлев тăваççĕ

Паянхи куна Пушкӑртстанра 160 ытла ҫын донор шутланать, вӗсем юн банкне тӑтӑшах тата тӳлевсӗр тултараҫҫӗ.

Пушкӑрт донорӗсем валли пӗр хутчен паракан тӳлев тăваççĕ
Пушкӑрт донорӗсем валли пӗр хутчен паракан тӳлев тăваççĕ

Сывлӑх сыхлавӗпе, социаллӑ политикӑпа тата ветерансен ӗҫӗсемпе Патшалӑх Пухăвӗн - Курултай комитечӗ юн донорĕ пулни тата унӑн компоненчӗсем ҫинчен саккунӗн 10 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан саккун проектне пӗрремӗш хут вуланӑ чухне йышӑнма хатӗрленӗ. Кун пирки регион Патшалӑх Пухăвӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
"Саккун проектне юн донорӗсене социаллӑ пулӑшу пама янӑ, — ӑнлантарнă Патшалӑх Пухăвӗн председателӗ Константин Толкачев. — 100 ытла хут юна тӳлевсӗр панӑ донорсене пӗр хутчен пилӗк пин тенкӗ виҫепе тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Тӳлев йӗркине Пушкӑрт правительстви йӗркелет".
Паянхи куна Пушкӑртстанра 160 ытла ҫын донор шутланать, вӗсем юн банкне тӑтӑшах тата тӳлевсӗр тултараҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑрт донорӗсем валли пӗр хутчен паракан тӳлев тăваççĕ
Пушкӑрт донорӗсем валли пӗр хутчен паракан тӳлев тăваççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: