+1 °С
Уҫҫӑнах
Гамалея ячӗллӗ центр нумай грипп штаммӗсенчен сыхлакан вакцина туса хатӗрленӗ, сӑмахран, сысна (H1N1) тата кайӑксен (H5N1) штаммĕсенчен. Кун пирки Александр Гинцбург центрӗн директорӗн сăмахĕсене тĕпе хурса ТАСС пӗлтерет. Ученӑй каланӑ тӑрӑх, халӗ тӗпчевсен иккӗмӗш тапхăрӗ иртет. Паянхи кун тӗлне Раççейре пурӑнакансене ҫулсеренех грипран виҫӗ е тӑватӑ валентлӑ вакцинӑпа прививка тума пулать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА.