Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх
19 Июлӗн 2023, 07:52

Пишпÿлек районне "Сывлӑх поезчӗ" хăçан килет?

"Сывлӑх поезчĕсем" пур районсем тӑрӑх та иртеҫҫӗ.

Пишпÿлек районне "Сывлӑх поезчӗ" хăçан килет?Пишпÿлек районне "Сывлӑх поезчӗ" хăçан килет?
Пишпÿлек районне "Сывлӑх поезчӗ" хăçан килет?

"Сывӑ республика – сывӑ регион" ҫулленхи акцие Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви "Единая Россия" патрин регионти исполкомӗпе пӗрле йӗркеленӗ.

"Сывлӑх поезчĕсем" пур районсем тӑрӑх та иртеҫҫӗ. Маршрут — улттӑ, вӗсене чи аякри ялсенче пурӑнакансем медицина пулӑшӑвне, ҫав шутра ансӑр специалистсене, илме пултарччӑр тесе тунӑ. Ҫак комплекссен йышӗнче — куҫса ҫӳрекен флюорографсем, маммографсем, сывлӑх центрӗсем, ФАПсем. Акцие кӑҫал 2019 ҫултан пуҫласа пиллӗкмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра унта 340 пин ҫын хутшӑннӑ.

Пишпÿлек районӗнчи "Сывлӑх поезчĕн" графикӗ

Хушăлка — 31.07 - 01.08;

Ăхпуç — 02.08;

Сухоречка — 03.08 - 04.08;

Мăратăм — 07.08 - 08.08;

Кистенлĕпуç — 09.08;

Йăлпăлактамак — 10.08 - 11.08;

Каныкай — 14.08.

Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Пишпÿлек районне "Сывлӑх поезчӗ" хăçан килет?
Пишпÿлек районне "Сывлӑх поезчӗ" хăçан килет?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас