Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
11 Сентябрӗн 2023, 19:05

Раевкăри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ маммографпа 8 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ

#наци проекчĕ

Раевкăри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ маммографпа 8 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ
Раевкăри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ маммографпа 8 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ


Пушкӑртстанри Альшей районӗнчи Раевкăри тӗп больницӑра ҫӗнӗ маммографпа 7,6 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ, пӗлтернӗ регион Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче.

Хальхи аппарата Раевкăри тĕп район больници "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăка çӗнетесси" регионти программӑна пула илнӗ, палӑртнӑ Сывлăх сыхлав министерствинче.

Маммографи - пӗчӗк доза рентген пайӑркисемпе хĕрарăмсен кăкрисене тӗпчесси. Ҫӗнӗ аппарат пӗтӗмӗшле скрининг валли оптималлӑ. Маммограф кирек мӗнле проекцисенче те тӗпчевсем ирттерме май парать, ҫавна пула медиксем ҫӗнӗ шыçăсене тупса палӑртма тата вӑхӑтра сипленме пултараҫҫӗ.

Ҫакӑн пек тӗрӗслев малти тапхӑрта хĕрарăм кăкрин шыҫса кайнине палӑртмалли чи анлӑ меслет пулса тӑрать, урӑх паллӑсем ҫук чухне. Хӗрарӑмсене маммографи пӗрремӗш хут 40 ҫул тултарсан, унтан вара икӗ ҫулта пĕрре иртме сӗнеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-09-09/blagodarya-natsproektu-v-raevskoy-tsrb-na-novom-mammografe-provedeno-uzhe-okolo-8-tysyach-obsledovaniy-3426342

 

Раевкăри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ маммографпа 8 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ
Раевкăри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ маммографпа 8 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: