Радий Хабиров хушнипе республикӑра каллех "Сывлӑх поезчӗсем" çÿреме тытӑнаҫҫӗ. "Сывӑ республика - сывӑ регион" акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ, пӗлтӗр куҫса ҫӳрекен комплекссем 150 пин ытла ҫын йышӑннă.
"Сывлӑх поезчӗсем" республикӑри пур районсем тӑрӑх та иртеҫҫӗ. Комплекссен йышӗнче куҫса ҫӳрекен флюорографсем, маммографсем, сывлӑх тата ФАП центрӗсем пур.
"Сывлӑх поезчӗсем" маршрутсене чи аякри ялсенче пурӑнакансем медицина пулӑшӑвне, ҫав шутра ансӑр специалистсене, илме пултарччӑр тесе тунӑ.
Пишпÿлек районӗнче "Сывлӑх поезчӗн" куçса çÿрекен тухтӑрĕсен бригади:
Июнӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче — Аитра,
Июнӗн 26 — 29-мӗшӗсенче — Михайловкăра,
Июнӗн 30 — 31-мӗшӗсенче — Демскинче,
Августӑн 1— 2-мӗшӗнче — Кăрканта,
Августӑн 5-мӗшӗнче — Каминкенре,
Августӑн 6 — 7-мӗшӗсенче Ермолкинта йышӑнать.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин информацийӗ тӑрӑх.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.