Халӑхӑн иммунитетне ҫирӗплетес тата грипран тухӑҫлӑ сыхланас тӗллевпе Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви вакцинаци енӗпе хушма «Уҫӑ алӑксен кунӗ» ирттересси пирки пӗлтерет. Вӗсем ноябрӗн 29-мӗшӗнче регионти амбулаторипе поликлиника учрежденийӗсенче, çав шутра Пишпÿлек районӗнче те, пулаҫçĕ. Вакцинацие шӑматкун 16 сехетчен ирттереççĕ.
Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх сыхлавӗн Министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, уҫӑ алӑксен кунӗсене вакцинаци май пур таран пулма пултарассине тивӗҫтерме йӗркеленӗ, уйрӑмах хӑрушлӑх ушкӑнӗсене кӗрекеннисене. Вӗсем вӑраха кайнӑ чирсемпе, ҫав шутра ӳпке, чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗн чирӗсемпе, метаболизм чирӗсемпе, мӑнтӑрлӑхпа аптракансем. Ҫавӑн пекех 60 ҫултан аслӑраххисене грипран вакцинаци тума сӗннӗ.
Грипран вакцинаци туни — ансат, хӑрушлӑхсӑр тата витӗмлӗ хӳтӗлев мери. Вӑл грипӑн йывӑр тӗслӗхӗсем аталанас хӑрушлӑха чакарма, унӑн кӑткӑслӑхӗсене сирме май парать. Хӑвӑршӑн тата ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн тӑрӑшассине кая ан хӑварӑр «Уҫӑ алăксен кунӗсене» килӗр, прививкӑсем тӑвӑр, ҫулталӑкӗпех хӳтлӗхре юлӑр.
— Коллектив иммунитетне йӗркелес тесен пире халӑхӑн 60 процентӗнчен кая мар, урӑхла каласан 2,4 млн яхӑн ҫынна, прививка туни паха. Эпир 1,9 млн доза вакцина илтӗмӗр ӗнтӗ, тата 403 пин хушса пусӗ, ҫакӑ вакцинаци тумаллисен 59 процентне яхӑн шайлаштарма май парӗ, — пӗлтернӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Роберт Иштуков.
2025 ҫулхи ноябрьте Пушкӑртстанра 1,56 млн ҫынна, ҫав шутра 942 пин аслисене тата 622 пин ачана грипран прививка тунӑ. 10 пин йывӑрлă хӗрарӑмсен вакцинацине пӗтӗмпех вӗҫленӗ.
Роспотребнадзорӑн регионти управленийӗн ертӳҫи Анна Казак грипран вакцинаци тумалли приоритетлӑ ушкӑнсене палӑртнӑ — вӗсем шкул ачисем, ҫавӑн пекех 60 ҫултан аслӑрах ватӑсем. Маларах пулнӑ, анчах вӑхӑтлӑха медицина кăтартăвĕсене пула кӑларнисене ҫитес икӗ эрнере прививка тума сӗнеҫҫӗ.
Пишпÿлек районӗнче ҫитӗннӗ тата ача-пӑча грипне хирӗҫ вакцинаци районти тӗп больницӑн поликлиникин прививка кабинечӗсенче, врач амбулаторийӗсенче тата фельдшерпа акушер пункчӗсенче хастар ирттереҫҫӗ. Пурӗ 7928 ҫын прививка тунӑ, вӗсенчен 2670 ача. Хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те хӳтӗлӗр, вăхăтлă грипран прививка тӑвӑр!
Пишпÿлек районӗн тӗп больницин эпидемиолог тухтӑрӗ Альбина КИТАПОВА хатӗрленӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫынсене хӑйсен сывлӑхӗ ҫине тимлӗрех пӑхма ыйтнă.
— Информаци кампанийӗ йӗркелени, пирӗн ҫынсене вакцинаци уссине ӑнлантарса пани тата тӗрлӗ мифсене сирни паха, — тенӗ Радий Хабиров. — Ҫынсен хӑйсен сывлӑхӗ патне яваплӑ пулмалла. Вакцинӑсем пирӗн ҫителӗклӗ.
Пишпÿлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем!
Пишпÿлек тӗп районӗн больници кӑмӑл тӑвакансене пурне те сезон грипне хирӗҫ вакцинаци ирттерме йыхравлать.
Вакцинацие ӑҫта ирттереҫҫӗ:
- Пишпÿлек ялĕ, Пушкин урамӗ, 17 «а» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ поликлиникӑра, 253-мĕш кабинетра (прививка кабинечĕ);
- пурӑнакан вырӑнти фельдшерпа акушер пункчӗсенче, Аит тата Михайловка ялӗсенчи врач амбулаторийӗсенче.