

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Аит ялӗнче «Сывӑ республика – сывӑ регион» акци уҫӑлнӑ. Мероприятие Пишпÿлекри тĕп район больницин тӗп тухтӑрӗ Марат Абдуллин тата Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов хутшӑннă, вӗсем ҫынсене саламланă, ял халӑхӗшӗн юрӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
Ҫак кун Пишпÿлекри тĕп район больницин специалисчӗсем кӑна мар, Республикӑри Г.Г. Куватов ячӗллӗ клиника больницин (Уфа хули) тухтӑрӗсем те йышӑннă:
врач-невролог Альфия Шамильевна Яппарова;
врач-кардиолог Лена Нуровна Сибагатуллина.
Ял ҫыннисем тӗрлӗ специалистран консультаципе тӗрӗслев иртме пултарнӑ. Мобильлӗ бригада ӗҫленӗ пӗрремӗш кунра пулӑшу илнӗ:
врач-эндокринологран — 26 пациент;
врач-офтальмологран — 40 пациент;
врач-онкологран — 20 пациент;
врач-стоматологран — 29 пациент;
врач-терапевтран — 35 пациент;
врач-кардиологран — 23 пациент;
врач-неврологран — 25 пациент;
акушеркӑран — 20 пациент;
УЗИ иртнӗ — 19 пациент;
флюорографи тӗрӗслевне 50 ҫын иртнĕ.
Аитра пурӑнакансене пурне те хӑйсен сывлӑхне хастар хутшӑннӑшӑн, яваплӑ пӑхнӑшӑн тав тӑватпӑр!
Паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Сывлӑх пуйӑсӗ» Дюсян ялӗнче малалла ӗҫлет. Пурне те тӗрӗслев витӗр тухса специалистсен консультаци илме чӗнетпӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп район больницан социаллă сетьри страницинчен.