Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
15 Ноябрӗн 2021, 12:07

Малашлӑхшӑн сывӑ пурнӑҫпа пурнӑн

Пурӑнма, ӗҫлеме, юратма тата телейлӗ пулма кашни ҫынна сывлӑх кирлӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗрки паян — вӑхӑт хушни. Сывлӑхлӑ пулни — сумлӑ та модӑллӑ, сывӑ пурнӑҫ йӗрки плансене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать. Кашни ҫынна сывлӑхӗ ҫирӗп  пулни вӑрӑм та тулли пурнӑҫпа пурӑнма май парать.

Малашлӑхшӑн сывӑ пурнӑҫпа пурнӑн
Малашлӑхшӑн сывӑ пурнӑҫпа пурнӑн

Кистенлӗри культура ҫуртӗнче иртнӗ "Малашлӑхшӑн сывӑ пурнӑҫпа пурнӑн" темӑпа калаҫура чирсене мӗнле хирӗҫ тӑмалли, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тӗрлӗ компонентсм кӗни пирки калаҫнӑ. Ку вӑл диета е спортпа туслашни кӑна мар. Сывӑ пурнӑҫ йӗрки — пӗтӗм организма сыватма, сиенлӗ йӑласенчен пӑрӑнма, кун режимне йӗркелеме, унта туллин канма, тухӑҫлӑн ӗҫлеме тата физкультурӑпа киленме вырӑн пурри.

Кистенлӗри культура ҫурчӗн ВК страницинчен.

Малашлӑхшӑн сывӑ пурнӑҫпа пурнӑн
Малашлӑхшӑн сывӑ пурнӑҫпа пурнӑн
Автор:
Читайте нас: