Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
22 Ноябрӗн 2021, 09:24

Кистенлӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн

Кистенлӗре пурӑнакансене скандинави утти черетлӗ занятие пуҫтарнӑ. Скандинави утти вӑл — йӗлтӗр патакӗн конструкцийӗ евӗрлӗ ятарлӑ патаксемпе физкультура активлӑхӗ. Утнин тӗп тӗллевӗ - нумай мышцӑсем ҫине пӗр тикӗс нагрузка парасси, ҫакӑ пӗтӗм ӳт-пӳшӗн, ҫулӗсене пӑхмасӑрах, тухӑҫлӑ тренировка пулать. Скандинавилле утнин эффекчӗсем: чӗре ритмне йӗркелени, юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатни; напряжение сирсе яни тата ура, ҫурӑмсемпе хырӑм мышцисене ҫирӗплетни.

Кистенлӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн
Кистенлӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн

Пуҫтарӑннисене ҫӳренӗ чухне техникӑна пӑхӑнманни этем организмне сиен кӳме пултарни ҫинчен каласа пачӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, патаксене тӗрӗс суйласа илмелле, унсӑрӑн упражненисем нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ: алӑсем, хулпуҫҫи, ҫурӑм ҫине нагрузка вӑйлатать, ҫакӑ вара тӗревпе хускану системин травми патне илсе ҫитерме пултарать.

Кистенлӗри культура ҫурчӗн ВК страницинчен.

Кистенлӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн
Кистенлӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн
Кистенлӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн
Автор:
Читайте нас: