Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
8 Августӑн 2022, 12:57

Граждансен спирт тытакан продукци сутма чарма право пур

Пушкӑртстанри виҫӗ ялта "типӗ закон" кĕртме пултараççĕ.   

Граждансен спирт тытакан продукци сутма чарма право пур
Граждансен спирт тытакан продукци сутма чарма право пур

Пушкӑртстанри виҫӗ ялта "типӗ закон" кĕртме пултараççĕ

Республикӑри эрех-сӑра продукцине уйрӑм илнӗ территорире сутма чарасси ҫинчен калакан саккунсен тата виҫӗ проектне Пушкӑртстан Республикин Патшалӑх Пухӑвне – Курултайне кӗртнӗ.

– Кӗрхи сессие саккун проекчӗн тӗслӗхлӗ программине республикӑри виҫӗ ял территорийӗнче эрех-сӑра сутма чарасси ҫинчен калакан саккунсен проекчӗсене кӗртнӗ, – пӗлтерчӗ Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Кирлӗ ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн Куюргазă районӗнчи Якшимбетово ялӗ валли "типӗ саккун" проекта тепӗр хут кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне, ҫак пуҫарупа Стерлитамак районӗнчи Кантюковка ялӗнче тата Зианчура районӗнчи Байдавлетово ялӗнче пурӑнакансем депутатсенчен  «типĕ закон» кĕртме ыйтнӑ.

Парламент спикерĕ каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вунӑ яла яхăн хӑйсен патĕнче "типӗ закон" кĕртме сĕнÿпе тухнă, ун валли кирлӗ документсем пухма палӑртаҫҫӗ.

– Пирӗн республикӑра ун пек практика туса ҫитереймен-ха, ҫавӑнпа та депутатсем ҫавӑн пек пуҫарусене шанчăксăртарах пăхаҫҫӗ. Ҫапах та граждансен спирт тытакан продукцие хӑй патӗнче сутма чарма право пур, вӗсем унпа усӑ курасшӑн — терӗ Константин Толкачев. – Принциплӑ йышӑнӑва граждансен пухӑвӗсенче йышӑнаҫҫӗ.

Паян Пушкӑртстанра "типӗ закон" Куюргазă районӗнчи Якутово ялӗнче кӑна хута янӑ.

— Якутовӑра лару-тӑру урӑхла, — ӑнлантарчӗ Константин Толкачев. – Юлашки икӗ ҫул хушшинче унта эрех-сӑра пачах та сутман, пӗр предпринимателӗн те тивӗҫлӗ лицензи пулман. Анчах ялпа юнашар пӗтӗм тавраран çынсем  канма килекен кӳлӗ пур. Вырӑнти ҫынсем предпринимательсенчен хăшĕ те пулин лицензи илме тата унта спирт-сӑра сутма тытăнасран хӑранӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Граждансен спирт тытакан продукци сутма чарма право пур
Граждансен спирт тытакан продукци сутма чарма право пур
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: