Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
27 Сентябрӗн 2022, 13:58

Велосипед — чи шанчăклă транспорт

Пишпÿлекри Геннадий Николаевич Тарасов 70 çулхи юбилейне Пишпÿлек районĕнчи çичĕ паллă вырăнсене велосипедпа кайса курса палăртас тет.  

Велосипед — чи шанчăклă транспорт
Велосипед — чи шанчăклă транспорт

Пишпÿлекри Геннадий Николаевич Тарасов 70 çулхи юбилейне Пишпÿлек районĕнчи çичĕ паллă вырăнсене велосипедпа кайса курса палăртас тет

— Велосипед — куҫса ҫӳремелли чи лайӑх меслет, — тет кӑвак ҫӳҫлӗ арçын. — Уйрӑмах хуласенче халӗ нумайӑшӗ тренажер залӗсене укҫалла педальсем ҫавӑрма ҫӳреҫҫӗ. Тӳррипе калатӑп: руле чӑмӑртакан алӑсен пӳрнисем ҫатӑрласа тытнине туйни, хирӗҫ вӗрекен ҫил пит-куҫпа мӑя вӗрсе хӑпартни кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет, чӗрем савӑнӑҫлӑрах тапать.

— Эпир мӑшӑрпа 45 ҫул пурӑнатпӑр, виҫӗ ача ҫитӗнтертӗмӗр, вĕсем айккинче телей шырамарĕç, ҫемйисемпе райцентрта пурӑнаççĕ, — малалла калать Геннадий Николаевич. — Эпир ӗне, пӑру, пушмак, икӗ сысна ҫури, кӑвакал, хур, чӑх-чӗп усратпӑр. Палах, хамӑршӑн мар, мӑнуксемшӗн тӑрӑшатпӑр. Вӗсем пирӗн тӑххӑрӑн. Кашни кунах велосипедпа райцентрӑн тӗрлӗ урамӗсем тӑрӑх вӗсем патне сӗт, ҫӑмарта, какай тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ турттаратӑп. Манӑн малти кустӑрма ҫинче, хыҫалти ларкӑчсӑр пуҫне, ҫакӑн пек турттарма валли ятарласа тунӑ карҫынкка пур. Унтан кашни кунах магазинсем тӑрӑх ҫӳрес пулать. Ҫакӑн пек кулленхи круиз велосипедпа 20—25 километра яхӑн пулать. Мӑшӑрпа район хаҫачӗ вулама юрататпӑр, юлашки вӑхӑтра альтернативлӑ майпа çырăнатпăр. Кашни кĕçнерникун хаҫат илме те велосипедпа ҫӳретӗп. Каҫсерен кӗтӳри выльӑхсене кӗтсе илмелле — каллех велосипедпа. Лайӑх ҫанталӑкра апат-ҫимӗҫ тултарнӑ рюкзака багажнике хуратӑп та ӗне кĕтĕвне те велосипедпа  кӗтетӗп.

Пӗр сӑмахпа каласан, Коля ывăлĕ ҫуралнӑ кунпа парнеленӗ велосипед Тарасовăн пĕрре те аслӑк айӗнче лармасть. Вӑл унпа ҫырла татма та, кӑмпана та, ҫӗнӗ милӗк касма та, ҫывӑхри ялсене тӑванӗсем патне хӑнана та ҫӳрет. Халӗ унӑн районти ҫичӗ тӗлӗнмелле вырӑна ҫитсе курмалли план пиçсе ҫитнӗ. Ку ӗмӗте 70 ҫулти аслашшĕ пурнӑҫлатех тесе шутлатӑп.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

 

Велосипед — чи шанчăклă транспорт
Велосипед — чи шанчăклă транспорт
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: