Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пушкӑртра "Урӑ ял" ята илме халӑх пурăнакан 52 пункт тивĕçнĕ

Пушкӑртра апрелĕн 3-мӗшӗнче "Урӑ ял" конкурс шайӗнче хутшӑнакансен презентацийӗсене халӑх умĕнче хӳтӗлесси пуҫланнă.

Пушкӑртра "Урӑ ял" ята илме халӑх пурăнакан 52 пункт тивĕçнĕ
Пушкӑртра "Урӑ ял" ята илме халӑх пурăнакан 52 пункт тивĕçнĕ

Пушкӑртра апрелĕн 3-мӗшӗнче "Урӑ ял" конкурс шайӗнче хутшӑнакансен презентацийӗсене халӑх умĕнче хӳтӗлесси пуҫланнă. Тӑватӑ кун хушшинче профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем кӗрекен эксперт комиссийӗ хутшӑнакансен проекчӗсене хаклӗ. Вӗҫленекен тапхӑрăн пӗрремӗш кунĕнче "Халӑх пурӑнакан пĕчĕк вырӑнсем" номинацире 14 хутшăнакан хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленĕ.
Сывлӑх сыхлавӗн, ӗҫ, культура, ЖКХ, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн, вӗренӳ министерствисен представителӗсем, Пӗтӗм тӗнчери пушкăртсен курултай президиумӗн тата исполком членӗсем муниципалитет районӗсен администрацийӗсем тăратнă заявкӑсемпе, видеороликсемпе паллашнă.
"Урӑ ял" ята пурӗ 52 ялпа поселок чысланă. Презентацисене хӳтӗлеме ял хастарӗсем, район администрацисен представителӗсем хутшӑннӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 2024 ҫулхи апрель уйӑхӗнче 12 ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ. Чи пысӑк приз, 6 млн тенкӗ, "Халăх пурăнакан чи пысăк пунктсем" номинацире ҫӗнтерекене лекӗ. "Халӑх пурăнакан пысăк пунктсем", "Халӑх пурăнакан вăтам пунктсем", "Халӑх пурӑнакан пĕчĕк вырӑнсем" номинацисен çĕнтерÿçисем, çак шайлашупа, 5, 4 тата 3 млн тенкӗ илӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-04-03/v-bashkirii-na-zvanie-trezvoe-selo-pretenduyut-52-naselyonnyh-punkta-3713247

 

 

Пушкӑртра "Урӑ ял" ята илме халӑх пурăнакан 52 пункт тивĕçнĕ
Пушкӑртра "Урӑ ял" ята илме халӑх пурăнакан 52 пункт тивĕçнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: