Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тивĕçнĕ

Михайловка ял тӑрӑхӗнчи Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тата 200 пин тенкӗ виҫепе укҫа-тенкӗ премине тивӗҫнӗ.

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Уфари "Торатау" конгресс-холлра республикӑри "Урӑ ял" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене наградӑланӑ.
Конкурс Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грант укҫи-тенки шучӗпе тата регион правительстви пулӑшнипе пурнӑҫланать.
2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче стартланă асӑннӑ конкурсӑн муниципалитет тапхӑрне кăçал 52 муниципалитетран 1070 заявка панӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсен 12 пайне, кашни номинацире виҫшерӗн палӑртнӑ. Положени тӑрӑх, вӗсене номинацисем тӑрӑх халӑх шутне кура палӑртнӑ.
Чи пӗлтерӗшлӗ приз, 6 млн тенкӗпе танлашакан, "Шултра халӑх пункчӗсем" номинацире ҫӗнтерекене лекнӗ. Ытти номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗсем 5, 4 тата 3 млн тенкӗ илнĕ, малтисен сумми ял виҫинчен килет.
Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе, хутшӑнакансен хӑйсен те нумай ыйтусемпе сӗнӗвӗсене тӗпе хурса, ПР правительстви ҫӗнтерӳҫӗсене ҫеҫ мар, пур финалистсене те укҫа-тенкӗ пулӑшу парасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тивĕçнĕ
Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тивĕçнĕ
Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тивĕçнĕ
Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тивĕçнĕ
Игнашкин ялӗ "Урӑ ял-2024" конкурса хутшӑнаканăн дипломне тивĕçнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: