Лайӑх кӑмӑл — малалла кайни! Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн «Лайӑх кӑмӑл-туйӑм» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен пӗрлешӗвне хутшăнакансем, физкультурӑн чаплӑ тӗсӗпе — скандинави уттипе — кӑсӑкланаҫҫӗ. Скандинави утти пирӗн ентешсем хушшинче хӑйӗн майӗпе тата тухӑҫлӑхӗпе сарӑлса пырать. Спортӑн ҫак тӗсӗ чӗрепе юн тымарсен тытӑмне ҫирӗплетет, кӗлеткене лайӑхлатать, чӑтӑмлӑха ӳстерет, хӑвӑра питӗ лайӑх туйма май парать. Кӑмӑл тӑвакансене пурне те занятисене хутшӑнма, пӗрле ырӑ хускану энергийӗпе вӑй илме йыхравлаççĕ.
#ХорошееНастроение#ЗдоровыйОбразЖизни#Седякбаш#СпортДляВсех#Башкирскоедолголетие
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774