Сывӑ апатлану эрни шайӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 2 «а» класра «Витаминия ҫӗршывне ҫул ҫӳрев» ятлӑ илӗртӳллӗ те пӗлӳ сехечĕ ирттернĕ. Ачасем витаминсен тӗрлӗ тӗсӗсем ҫинчен, вӗсем пирӗн организмра мӗнле вырӑн йышӑннине, вӗсене ӑҫта тупма май пуррине пӗлнĕ. Ачасем витаминпа пуян апат-ҫимӗҫ пирки пӗлнипе паллаштарнă. Вӗсем цитрус ҫимӗҫӗсем, кишӗр, ешӗл ҫимӗҫ тата сӗт-ҫу витаминсен чӑн-чӑн мулӗ пулнине аса илнĕ. Юлашкинчен ӳкерчӗксен конкурсне ирттернĕ, унта витаминлӑ чи чаплӑ та усӑллӑ улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫе сӑнланă.
#Бижбуляк2школа
#Неделяздоровогопитания
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.