

Кашни ҫул апрелӗн 7-мӗшӗнче, пӗтӗм планета çинче Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ.
Ача садӗнчи Сывлӑх кунӗ — вӗренӳ процесӗн пӗр пайӗ кӑна мар, ача садӗнчи Сывлӑх кунӗ — воспитанниксемшӗн уяв та. Ҫак мероприятисен тӗллевӗ — ачасен сывлӑхӗпе сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен малалла шухӑшласси, хӑйсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшма вӗренесси, сипленме хӑраманни, тухтӑрсем ҫине хисеплесе пӑхма воспитани парасси, ачасен хускану хастарлӑхне йӗркелесси, вӗсен ӳт-пӳ сывлӑхне ҫирӗплетесси.
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садӗнче ачасемпе аслисен сывӑ пурнӑҫ йӗркине хавхалантарас тӗллевпе физкультура инструкторӗ Г.А. Шарипова пӗрлештернӗ ушкӑнра ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле «Сывлӑх ҫӗршывне çул çӳрев» спорт йӑпанӑвӗ ирттернӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем «Дружба» тата «Улыбка» икĕ командӑна пайланса ӑмӑртнă, хушусене мӗнле пурнӑҫланине тимлеме, тӗрӗс тума пулӑшакан тӗрлӗ вӑййа хутшӑннă.
Кашниех хӑйӗн вӑйне, ҫаврӑнӑҫулӑхне, хӑвӑртлӑхне, тӗлли-паллисӗр тавҫӑрулӑхне кӑтартма пултарнă. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Дружба» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Икӗ командӑна та Дипломсемпе чысланӑ, ачасене хавхалантарнӑ.
Пурне те Сывлӑх кунӗ ячӗпе саламлатпӑр.
Вӑй-хал, хастарлӑх, оптимизм сунатпӑр.
Кашни куна йӑл кулса, хавхаланса пуҫлăр.
Ҫирӗп мышцӑсем, ҫирӗп кӑмӑл сунатпӑр.
Нервсем те, сыпӑсем те ан чӗриклетчĕр.
Ытларах ырӑ вӑй-халпа авӑрланӑр, усӑллӑ апатланӑр, хӑвӑр киленӳпе пурӑнӑр!
#ДеньЗдоровья #ПросвещениеРодителей #МирБезОпасности
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610