Çутă çул
+14 °С
Облачно

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Солнышко» ушкӑн воспитанникӗсемпе хастарлӑхпа пӗлӳ уявӗ — Сывлӑх кунӗ иртнӗ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕçСывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç


Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Солнышко» ушкӑн воспитанникӗсемпе хастарлӑхпа пӗлӳ уявӗ — Сывлӑх кунӗ иртнӗ. Эпир ахаль савӑнма мар, сывлӑх мӗн иккенне, уншӑн мӗнле тӑрӑшмаллине ӑнланса илме шутларӑмӑр.
Кун пуян та питӗ пӗлӳллӗ пулнă:
- Чун-чӗререн калаҫни. Сывлӑх чир-чӗр ҫукки кӑна марри пирки калаҫнă. Ку вӑл пирӗн вӑй нумай чухне, кӑмӑл-туйӑм лайӑх, пит ҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ пулсан. Ачасем хӑйсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑкланса паллаштарнă: пĕри сивĕ шывпа ҫӑвӑнать, тепри зарядка тума юратать.
- Усӑллӑ сортлани. Ачасен пысӑк задани пулнӑ: «асамлӑ хутаҫа» сӳтмелле. Пӗчӗкскерсем пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана хӗрсе сортланӑ, усӑллӑ ҫимӗҫсене хутран-ситрен ҫеҫ ҫиме май пуррисенчен уйӑрма вӗреннӗ. Халӗ вӗсем панулми витаминсен зарячӗ пулнине, канфет пӗчӗк киленӗҫ кӑна пулнине тӗп-тӗрӗс пӗлеҫҫӗ.
- Тасалӑх вӑрттӑнлӑхӗсем. Ачасене тепӗр хут: «Тасалӑх — сывлӑх никӗсӗ!» девиза аса илтернĕ. Апатланас умӗн алӑсене ҫуса тасатни, ирсерен ҫӑвӑнни, кунне икӗ хут шӑл тасатни мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине сӳтсе явнă. Кашни кун хӑвӑра пӑхни — хӑвӑрӑн организма хӳтӗлемелли чи ансат та шанчӑклӑ меслет-ҫке.
Кун пӗрре сывласа илнĕ пек иртнӗ! Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан ҫак пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парасса эпир шанса тӑратпӑр.

#ПолезныеПривычки #МирБезОпасности #ДеньЗдоровья

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610

 

 

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне пыракан пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем парĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас