

Августӑн 11-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнчи ача-пӑча библиотекинче Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн «Умники» хатӗрленӳ ушкӑнӗн шкул ҫулне ҫитменнисем валли «Çакна таврара пурте пӗлеҫҫӗ, сывлӑх — чи ҫывӑх тус» вӑйӑ программи ирттернĕ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркин вӑрттӑнлӑхӗсем, витаминсен усси, тӗрӗс апатланни тата пирӗн сывлӑх ҫинчен нумай интереслӗ фактсем пӗлнĕ ачасем библиотекарьсемпе калаҫнӑ май. Организмшӑн мӗн усӑллине, мӗн сиенлине пӗлнĕ, сывлӑх çинчен ваттисен сӑмахӗсене аса илнĕ, тупмалли юмахсене тавҫӑрнă, хăйсем валли кун йӗрки тунă.
«Сывлӑх» ҫӗршывӗпе ҫул ҫӳреве вӗҫленӗ май ачасем библиотекарьсемпе пӗрле пирӗн сывлӑхшӑн зарядка туни, тасалӑха пӑхӑнни, тӗрӗс апатланни, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени тата спортпа туслашни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе пӗтӗмлетӳ тунă.
#ДвороваяПлощадка2026
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club84987221