Çутă çул
+12 °С
Ясно
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
23 Сентября , 06:11

«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар

«Сывӑ пулни модӑра!» девизлă çӑмӑл атлетика кросӗ пӗр вырӑнта ларма хӑнӑхманнисене пухнă.

«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар

Хусканура ирттернӗ кӗрхи иртен лайӑххи мӗн пултӑр? Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалӗн 1-мӗш тата 2-мӗш курсӗнче вӗренекенсем ҫакна ӗҫре кӑтартса панă!
«Сывӑ пулни модӑра!» девизлă çӑмӑл атлетика кросӗ пӗр вырӑнта ларма хӑнӑхманнисене пухнă.
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар, ӗҫе ертсе пырасси пулса тӑнă.
Ачасем чупнă, уҫӑ сывлӑшпа сывланă, пӗр эрне маларах позитивпа авӑрланнă. Кӗрешӳ ҫине тӑрса иртнĕ, анчах туслӑ. Ара, паян тӗп ҫӗнтерӳ вӑл — хӑвăн кахаллӑхна ҫӗнтерни тата хӑвна питӗ лайӑх туйни.
Сывӑ пулни — чӑнах та модӑра. Пирӗн вӗренекенсем те ҫакна кӑтартса панă.

#сельхозбелебей #Белебей #Белебеевскийрайон #Туймазинскийрайон #Ермекеевскийрайон #Альшеевскийрайон #Бижбулякскийрайон #Давлекановскийрайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public95382440

 

 

«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
«Эпир ЗОЖшăн!» — ку лозунг ахаль сӑмахсем кӑна мар
Автор:Марина Иванова
Читайте нас