Çутă çул
-1 °С
Облачно

Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă

Михайловкăри вăтам шкулта Сывлӑх кунӗ иртнӗ-ку вара чӑннипех те ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă!

title
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнăМихайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă

Михайловкăри вăтам шкулта Сывлӑх кунӗ иртнӗ-ку вара чӑннипех те ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă! Ҫанталӑк питӗ лайӑх кун парнеленӗ: ура айӗнче ылтӑн ҫулҫӑсем, пуҫ тӑрринче ҫутӑ хӗвел. Мероприяти ҫут ҫанталӑкра иртнӗ, ҫакӑ ӑна тата атмосферӑллӑрах тунӑ.
Ачасене станцисенче илӗртӳллӗ квест-вӑйӑ кӗтнӗ. Кашни класс хӑйне тӗрлӗ енӗпе кӑтартма пултарнă:
«Симӗс аптека» — ӳсентӑрансен сиплӗхне аса илнĕ.
«Шифрланӑ информаци» — вӑрттӑн информацие чухланă.
«Тӗллĕх тата ҫаврӑнӑҫулӑх» - спорт эстафетисем, унта вӑй-халпа ҫаврӑнӑҫулӑха кӑтартнă.
«Тупмалли сăмахсем» — тавҫӑрулӑхпа ăслăлăха кăтартнă.
«Истори викторины» — Раҫҫейри спорт ҫитӗнӗвӗсемпе сывлӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пӗлнине тӗрӗсленĕ.
Кун сисӗнмесӗрех иртсе кайнă! Пурте хастарлӑхпа лайӑх кӑмӑл-туйӑм илнĕ. Йӗркелӳҫӗсемпе ачасене хастарлӑхшӑн тав!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club201689192

 

Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Михайловкăри вăтам шкулти Сывлӑх кунӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас