Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин писателĕсен пĕрлешĕвĕсен членĕ, Фатых Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ, 30 кĕнеке авторĕ Василий Сергеевич Антонов Пишпÿлек çĕрĕ çине тĕлпулăва килме йыхравланине хапăл туса йышăннă.
Тĕлпулу "Асанне арчи" музей комплексĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Тĕлпулу тăван чĕлхене упрама, малалла та çак чĕлхепе ăмсанмалăх калаçма вăй-хал парасса шанас килет.
Ситек çыннисем - библиотекăн, Культура çурчĕн ĕçченĕсем, "Çеçпĕл" тата "Çăлкуç юрри" хăйпултарулăх ансамблĕн членĕсем, районти тĕп библиотека тата ытти ял библиотекисен ĕçченĕсем, ытти çынсем çыравçăпа калаçу кăмăллă пулнине палăртрĕç.
Тĕлпулăва Пишпÿлекри тĕп библиотекăри чăвашсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Марина Яковлева ертсе пычĕ.
Чи малтан пухăннисене Çирĕклĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Людмила Романова салам сăмахĕ каларĕ.
- Пултаруллă çынпа курса калаçни - икĕ хутчен пуянлăх, - терĕ ертÿçĕ. - Чи пахи, ăна вăхăтлă асăрхаса, чун юмартлăхне, хăйĕн пултарулăне пире парнеленĕшĕн, çут тĕнчере ырă ĕçсем туса пурăннăшăн вăхăтĕнче тав тăвасси. Сăмах май каласан, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Василий Сергеевич 75 çулхи çавра çулне паллă турĕ. Сире саламласа "Çăлкуç юрри" юрă ушкăнĕ юрă парнелет, - терĕ Марина Яковлева.
Сăмах май каласан, Василий Сергеевич хăй баянпа кĕвĕ каласа артистсене пулăшрĕ.
Василий Антонов Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн Ĕпхÿри педагогика училищинче вĕреннĕ, хор дирижерĕ тата баянпа кĕвĕсем калакан ăстаçă пулса тăнă. Тăрăшсах Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн хайĕн ĕçлĕ пурнăçне Учалă хулинчи шкулта пуçланă. Пĕр вăхăт шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор пулса, хĕç-пăшаллă хуралта тăрăшнă, "Çурлапа мăлатук" хаçат редакцийĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Икĕ çул хĕсметре пулнă. Хальхи вăхăтра Иглин районĕн район центрĕнче пурăнать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Чăваш Кăпаври культура çуртĕнчи халăх ята тивĕçнĕ "Пилеш" чăваш юрă ансамблĕн ертÿçинче вăй хурать.
Пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче "Тăван Атăл", "Ялав" журналсенче пичетленме пуçланă. "Урал сасси", "Хыпар" хаçатсенче, "Шуратăл кĕввисем", "Улькар", "Душевные искры" тата ытти пĕрлехи кĕнекесенче кун çути курнă.
Малалла Василий Сергеевич ыйтусене хуравларĕ.
Мĕнрен çырма пуçлани, çырма мĕн хавхалантарни, пĕрремĕш хайлавсем хăçан пичетленсе тухни, ытларах мĕн çинчен çырма кăмăллани, мĕншĕн диалект сăмахĕсемпе усă курни, 31-мĕш кĕнеке мĕн çинчен пулни тата ытти пирки каласа пачĕ.
Василий Антоновшăн кашни тĕлпулу, пулăм черетлĕ калав е роман валли никĕс пулса тăрать. Кашни хайлаври геройсене те, сюжетне те таçтан шухăшласа кăларман, пурне те пурнăçран илнĕ. Ун шухăшĕпе, çыравçăн питĕ нумай пĕлмелле, пĕрмай вуламалла, пĕлĕвне ÿстермелле.
- Вуламалла, шырамалла, чĕлхене пуянлатмалла. "Юрататăп тăван çĕре, юрататăп тăван яла" тесе калани кăна сăвă пулмасть, юратнине пĕлтерме чĕлхере ытти майсем нумай, - канаш парать çыравçă. - Сăмах çăмхине пĕрре алла ярса тытсан, çийĕнчех салатма пуçлатăп, кăна çырмалла, ăна çырмалла, пурне те ĕлкĕрмелле.
Залта ларакансем хайсен ыйтăвĕсене пачĕç. Тĕпрен илсен, мĕншĕн эпир кулленхи пурнăçра таса чăвашла калаçманни пирки пулчĕ. Кам айăплă çакăнта? Çыравçă шучĕпе (çакă тĕрĕс те), хамăр айăплă: чăвашла калаçмастпăр, вуламастпăр. Çапах та, ĕç-пуç ытлашши начар мар-ха, чĕлхене пĕтĕмпех çухатман-çке эпир. Çакна Ситекри тĕлпулу тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
Василий Сергеевич Ситекри вулавăша алă пуснă хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Ял çыннисем унăн пултарулăхĕпе çывăхрах паллашасса, парнеленĕ кĕнекесем алăран-алла куçасса, çÿлĕксем çинче вăрах выртмасса шанас килет.
Çыравçăн тĕп кăларăмĕсем: «Вӑрттӑн телей» (Тайное счастье), «Пӗрле пулар» (Вместе по жизни), «Ик ҫыран хушшинче» (Между двумя берегами), «Хӗвел тухас умӗн» (Перед восходом солнца), «Йӗпе ҫине сапа» (Беда за бедою), «Ҫак пӑтранчӑк вӑхӑтра» (Эти суматошные времена), «Пурӑнас пулать» (Надо жить), «Тӑлӑха юлнисем» (Осиротелые), «Телей те тӗрлӗрен» (Каждый счастлив по-своему), «Таркӑн» (Беглец), «Кӗрхи кунсем» (Осенняя пора), «Сӑнӳкерчӗкпе калаҫни» (Разговор с фотокарточкой), «Уйрӑлу каҫӗ» (Прощальный вечер), «Неповторимое счастье мое», «Тивлет» (Долюшка наша), «Пӗчченҫи» (Одинокий), «Каҫхи уйӑх ҫутипе» (Под луной вечерней), «Тухӑҫран анӑҫалла» (От рассвета до заката) тата ыттисем.
Галина ВАРИКОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Галина ВАРИКОВА.