#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кӗҫнерникун, августӑн 22-мӗшӗнче, вырăс чӗлхипе РФ халӑхӗсен чӗлхисене пулӑшмалли сферӑри патшалӑх политикине пурнӑҫлас енӗпе патшалӑх Канашне çирĕплетесси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Президент ҫумӗнчи вырӑс чӗлхипе Канаша та вӑл ҫав указпах пĕтернĕ. Структура председателӗ Елена Ямпольская президент советникӗ пулать.
Советӑн тӗп ҫул-йӗрӗсем "вырӑс чӗлхипе Раҫҫей Федерацийӗн халăхĕсен чӗлхисене пулӑшу парасси, вырӑс чӗлхи позицийӗсене малалла пырасси тата ҫирӗплетесси" ыйтусем енӗпе пуҫару туса хатӗрлесси пулса тӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне канаш РФ гражданӗсен ҫак чӗлхесемпе усӑ курма тивӗҫтермелли правасене тивӗҫтермелли ыйтупа ĕçлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium