

Республикӑри «Чӗрӗ сӑмах: Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрар» музей акцийӗпе килӗшӳллӗн Пишпӳлекри историпе этнографи музейӗнче Пишпӳлекри «Журавушка» ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗпе Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне халалланă ӑшӑ та пӗлӳллӗ экскурси иртнӗ.
Пӗчӗкскерсем хӑйсен тӑван чӗлхисемпе мӑнаҫланса калаҫнă, пӗр-пӗрне тӑван сӑмах янӑравӗн илемӗпе паллаштарнă. Кӑсӑк калаҫу хыҫҫӑн вара ачасем музей экспозицийӗсемпе паллашнă. Ҫавӑн пекех ачасем космос хурӑнӗпе паллашнă, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене каланă.
Ҫакӑн пек тӗлпулусем – пирӗн пысӑк ҫӗршыври мӗнпур халӑхсен культурипе йӑли-йӗркине мӗн ачаран хисеплеме вӗрентмелли чи лайӑх мел!
#ДеньязыковнародовРоссии#Бижбулякскийисторикоэтнографическиймузей#МузеиРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/maukbmo