0 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв умӗнхи кунсенче Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне уйрӑммӑнах тӑрӑшса пӑхатпӑр. Майӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ паркне хӑтлӑх кӗртес тӗлӗшпе черетлӗ субботник пулчӗ. Район администрацийӗн, ял хуҫалӑх управленийӗн, район администрацийӗнчи вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем газонсене ҫаратрӗҫ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарчӗҫ, йывӑҫ вуллисене шуратрӗҫ. Парка ҫӗнетес ӗҫе сӑнама кӑмӑллӑ, парка идеаллӑ тасалӑхпа пӗрремӗш вырӑнта упрас килет.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин официаллă сайтĕнчен.