Пушкӑртра вырӑнти ҫынсем туса хатӗрленӗ тата палӑртнӑ общество инфратытӑмне аталантармалли проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче — ял ҫыннисен 310 проекчӗ 341 млн тенкӗлĕх, хула ҫыннисен 197 проекчӗ — 235,6 млн тенкӗлĕх.
Выляса илнӗ проектсен чи пысӑк пайӗ вӗренӳ учрежденийӗсене тирпей-илем кӗртесси е юсасси пирки (131). Иккӗмӗш вырӑнта — масарсене хӑтлӑх кӗртмелли проектсем (68). Виҫҫӗмӗш вырӑнта — территорисене тирпей-илем кӗртесси тата вӗсене ҫӗнетесси (64).
Вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программӑна пурнӑҫлама бюджет укҫа, пӗлтӗрхи калӑпӑшлӑ — 400 млн тенкӗ уйӑрнӑ. 176,8 млн тенкӗ спонсорсем параҫҫӗ — кӑҫал программăна 1965 предпринимательпе компанисем пулӑшаҫҫӗ.
Конкурса пурӗ 1125 заявка панӑ, пӗлтернӗ регионти Финанс министерствинче.
Сăмах май каласан, Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлакра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене чысласа тунă обелиска, парка çĕнетесшĕн. Çак проекта ырланă, эппин Йăлпăлакра илемлĕ парк пулатех!
«Башинформ» инфоормацийĕпе.