Ачасен тӑван ҫутҫанталӑка юратмалла, вӗсене унӑн черчен илемне ӑнлантармалла, ӑна тирпейлӗ пӑхма хӑнӑхтармалла. Ҫӑлкуҫ патĕнче пулни хамӑр таврари ҫутҫанталӑка сӑнама май парать.
Çирĕклĕ ял ачисем ял вӗҫӗнче юхакан Леш айкки çăлĕ патĕнче пулнă. Ҫӑлкуҫ патне ҫитсен, вӗсем ҫутҫанталӑк пулăмĕ çинчен пӗлӗвӗсене пуянлатнă. Ҫӑлкуҫ шывӗ ӑҫтан тухнине, вӑл мӗншӗн усӑллӑ пулнине, ҫӑлкуҫсене мӗншӗн упрамаллине пӗлни питĕ усăллă пулнă.
Малалла ачасем кулӑшла вӑйӑсемпе конкурссене хутшӑннă.
Мероприяти хаваслӑ та хӗрӳллӗ иртнӗ, ачасем вара темӗн чухлӗ туйӑм-кăмăл, пылак парне илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.