Çутă çул
+8 °С
Ясно
Тăван тавралăх
17 Сентября , 06:35

Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Непоседы» аслӑ ушкӑнӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ.

Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗАча садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ
Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ


Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Непоседы» аслӑ ушкӑнӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ. Ачасем вӑрман планетӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине, йывӑҫсен «ҫӗр ÿпки» ролӗ тата вӑрман экосистеминче пурӑнакансем ҫинчен пӗлнĕ. Унтан хӑрушсӑрлӑх тата ҫут ҫанталӑка упрамалли правилӑсене тепӗр хут каланă, «Вӑрман пушарӗсем мӗншӗн пулаҫҫӗ тата вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмалла» темӑна сӳтсе явнă. Ачасем вӑрман çинчен тупмалли юмахсене чухланӑ, дидактика вӑййисем вылянӑ. Ача сачӗн территорийӗнче ачасем лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ йывӑҫсене пӑхса тухнӑ, вӗсене хуппипе ҫулҫисем тӑрӑх уйӑрма вӗреннӗ. Ачасем илнӗ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетсе «Пирӗн вӑрман!» стена хаçачĕ тунă. Мероприятисем аслӑ ушкӑнри ачасен экологи шухӑш-кӑмӑлне анлӑлатма, вӗсен чӗр чун тата ӳсен-тӑран тӗнчипе кӑсӑкланассине аталантарма, ҫавӑн пекех ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварассишӗн яваплӑх туйӑмне ӳстерме пулӑшнӑ.
#РоссийскийДеньЛеса
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public210640610

 

Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ
Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ
Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ
Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ
Ача садӗнче «Вӑрман — пирӗн пуянлӑх» заняти иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас