19 ҫулхи Ильназ Галявиев кӗҫех суд умне тӑрӗ. Ӑна ӗмӗрлӗхех тĕрмене хупаççĕ.
«Ъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Богдан адвокатӑн сӑмахӗсене тӗпе хурса, иккӗмӗш психологипе психиатри экспертизи, Санкт-Петербургра ирттернӗскер, айӑплакан ăслă-тăнлă шутланать тата ăна уголовлӑ яваплӑх тыттараççĕ.
Унӑн ӗҫне декабрьте суд пӑхса тухӗ. Халӗ Ильназ Галявиева Санкт-Петербургран Хусана этаплаҫҫӗ.
"Башинформ" агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен В.П. Сербский ячĕллĕ патшалӑхӑн социаллӑ тата суд психиатрийӗн патшалӑх Наука центрӗ Хусан стрелокĕ массӑллӑ вӗлерӳсем тунӑ самантра ăслă-тăнлă пулман тесе йышӑннӑ. Вăл тунă преступленишĕн персе вĕлермелле айăплаççĕ, анчах Раççейре унашкал айăплава мораторий кĕртнĕ.
Аса илтеретпӗр, Хусанта Ильназ Галявиев пӗр шкулта пӑшалпа пеме тытӑннӑ. 9 ҫын вилнӗ. 21 ҫын йывӑр та вӑтам сурансемпе больницӑра пулнӑ. Вӗсем 7 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачасем, ҫавӑн пекех педагогсем.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: соцсетьсем.