Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
1 Апрелӗн 2022, 17:00

Уфа аэропортĕнче условнăй «террористсене» тытнă

Командӑпа штаб вӗрентӗвĕ ăнăçлă иртнӗ.

Уфа аэропортĕнче условнăй «террористсене» тытнă
Уфа аэропортĕнче условнăй «террористсене» тытнă

Пушкӑртстанри оперативлӑ штаб Пӗтӗм тӗнчери "Уфа" аэропортне тапӑннӑ хӗҫпӑшаллӑ ушкӑна блокадӑлас тата нейтрализацилес тӗлӗшпе командӑпа штаб вӗрентӗвне ирттернӗ, пĕлтерет ПР УФСБ пресс-служби.

Легенда тӑрӑх, 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, условнăй террористсем аэропорт территорине кӗрсе хӑйсем тунӑ бомбӑна сирпӗнтернӗ. Раççей УФСБ Пушкăртстанри начальникĕ граждансен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшĕн хăрушлăх пулнине пула Уфа районӗн территорийӗнче контртерроризм операцийӗн режимне кӗртнӗ: çар мероприятие ятарласа тӗллевлӗ вӑйсемпе ирттересси ҫинчен йышӑну йышӑннӑ. Ҫавна пула "террористсене" нейтрализациленӗ.

ПР Оперативлӑ штаб ертӳҫи право сыхлавӗн ведомствисене, влаҫ органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене терроризмпа кӗрешес задачӑсене татса пама хатӗррине палӑртрӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Уфа аэропортĕнче условнăй «террористсене» тытнă
Уфа аэропортĕнче условнăй «террористсене» тытнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: