Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
20 Октябрӗн 2022, 09:16

Пушкӑртстанра республикӑри оперативлӑ штаб йӗркеленӗ

Çакă мĕн пĕлтернине сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра республикӑри оперативлӑ штаб йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра республикӑри оперативлӑ штаб йӗркеленӗ

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн указне пурнӑҫлас тӗллевпе Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри оперативлӑ штаб тӑвасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.

Документпа килӗшӳллӗн Радий Хабиров ертсе пыракан штаба министерствӑсемпе ведомствӑсен, оперативлӑ службӑсен тата вăй тытӑмӗсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех регион организацийӗсен ертӳҫисем кӗнӗ.

Оперштаб ертӳҫин полномочийӗсен шутне чрезвычайлӑ лару-тӑруран халӑха тата территорисене хӳтӗлемелли мероприятисем ирттересси, Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен, ытти ҫарсен, ҫар формированийӗсемпе халӑх нушисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме мерӑсем пурнӑҫласси кĕрет.

Унсӑр пуҫне указ общество йӗркине тивӗҫтермелли хушма мерӑсем йышӑнма, тӗрлӗ инфратытӑм объекчӗсен, ҫав шутра транспорт, ҫыхӑну, энергетика сферисенче уйрӑм режимсем тума май парать.  

«Башинформ» информацийĕпе.  

Пушкӑртстанра республикӑри оперативлӑ штаб йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра республикӑри оперативлӑ штаб йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: