Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
21 Октябрӗн 2022, 09:06

Мобилизаци вӑхӑтӗнче тунӑ йӑнӑшсене Пушкӑртстанра тӳррӗн те уҫҫӑн сӳтсе яврӗҫ

Республикӑри ҫар комиссарӗн Михаил Блажевичӑн докладне мӗншӗн хупӑ режимра итлемелле пулни ҫинчен ӑнлантарса панă.

Мобилизаци вӑхӑтӗнче тунӑ йӑнӑшсене Пушкӑртстанра тӳррӗн те уҫҫӑн сӳтсе яврӗҫ
Мобилизаци вӑхӑтӗнче тунӑ йӑнӑшсене Пушкӑртстанра тӳррӗн те уҫҫӑн сӳтсе яврӗҫ

РБ Патшалӑх Пухăвӗн председателӗ Константин Толкачев 2022 ҫулхи сентябрӗн 21-мӗшӗнче 647 № - лӗ РФ Президенчӗн "Раҫҫей Федерацийӗнче уйрӑм мобилизацилесси ҫинчен" Указне Пушкăртстан территорийĕнче мĕнле пурнӑҫлани ҫинчен Пушкӑртстанри республика çар комиссарӗн докладне итленĕ.

Толкачев республикӑри ҫар комиссарӗн Михаил Блажевичӑн докладне мӗншӗн хупӑ режимра итлемелле пулни ҫинчен ӑнлантарса панă. " Украинӑра СВО ирттернӗ условисенче тӑшман хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курма пултаракан информацие пӗлтерни ан пултăр", — тесе палӑртнӑ вӑл.

Парламент спикерӗ депутатсем мобилизаци ыйтӑвӗсем ҫине тарӑн тинкернине, вӗсем дислокаци, ҫапӑҫу пӗрлешӗвӗн вырӑнӗсене пӗр хут ҫеҫ мар тухса ҫӳренине, мобилизациленисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине тивӗҫтерекен граждансенчен нумай пулӑшу илнине палӑртрӗ. Толкачев каланӑ тӑрӑх, ҫак ыйтусене пурне те военкома панӑ, юлашкинчен вара пурин ҫинчен те, ҫав шутра мобилизаци вӑхӑтӗнче тунӑ йӑнӑшсен тӗп сӑлтавӗсем ҫинчен тӳрӗ те уçă калаҫу пулса тӑнӑ.

Константин Толкачев хӑй енчен патшалӑх Пухăвӗнчен Оборона министерстви ячĕпе, Раҫҫей Президенчӗн уйрӑм мобилизацилесси ҫинчен калакан Указне пурнӑҫлас енӗпе тӗп нагрузка илекен вырӑнсенчи военкоматсене пурлӑхпа техника, кадр тата финанс пулӑшӑвӗ ҫинчен ҫырса яма пулнӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Мобилизаци вӑхӑтӗнче тунӑ йӑнӑшсене Пушкӑртстанра тӳррӗн те уҫҫӑн сӳтсе яврӗҫ
Мобилизаци вӑхӑтӗнче тунӑ йӑнӑшсене Пушкӑртстанра тӳррӗн те уҫҫӑн сӳтсе яврӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: