Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
2 Ноябрӗн 2022, 19:09

Теракт тума хăтланнăшăн Уфа студенчӗсене арестленӗ

Ҫамрӑк ҫынсем чугун ҫулсене энергипе тивӗҫтермелли элементсене çункăç сапнӑ, унтан тивертсе янӑ.

Теракт тума хăтланнăшăн Уфа студенчӗсене арестленӗ
Теракт тума хăтланнăшăн Уфа студенчӗсене арестленӗ

Ҫамрӑк ҫынсем чугун ҫулсене энергипе тивӗҫтермелли элементсене çункăç сапнӑ, унтан тивертсе янӑ.
Уфа колледжӗсен икӗ студентне Пушкӑрт хулинчи чугун ҫул ҫинче вут тивертме чарнӑ. РЕН ТВ хӑй ҫӑлкуҫӗ ҫине ярса пĕлтĕрнĕ тăрăх, иккӗшӗ те 18 ҫулта пулни паллӑ. Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫынсем октябрь уйӑхӗнче тӑватӑ диверси йӗркеленӗ. Сӑмахран, вӗсем Уфари Калинин тата Совет районӗсенче, Уфа районӗнче - "Черниковка — Шакша", "Уфа — Черниковка", "Дема — Блок пост" перегонсенче электроснабжени элеменчӗсене тивертсе янӑ. Йӗкӗтсем Куйбышев чугун ҫулӗ ҫинче "Правая Белая" вут тӗртес тенӗ вӑхӑтра полици вӗсене тытса чарнӑ. Студентсем Раççей политикине хирӗҫ пулнӑ иккен, ҫапла майпа вӗсем хӑйсем килӗшменнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Халӗ Азербайджанпа Таджикистан ҫыннисене 20 ҫул ирӗкрен хăтарасси кĕтет, вӗсем СИЗОра.
"МГ" информацийĕпе.

Теракт тума хăтланнăшăн Уфа студенчӗсене арестленӗ
Теракт тума хăтланнăшăн Уфа студенчӗсене арестленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: