#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин февралĕн 24-мӗшӗнче ФСБ терроризмпа кӗрешессине хастарлатма хушнӑ.
«Чи малтан терроризмпа кӗрешессине хастарлатмалла. Антитеррор сферинчи тӗп кӑтартусен динамики ӑнланмалла тата хальхи оперативлӑ лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Раҫҫейӗн ҫапӑҫу хирӗнче стратеги тӗлӗшӗнчен ҫӗнтерме май килмен, ҫавӑнпа тӑшман уйрӑм массӑллӑ террора шанать», — палӑртнă патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Потенциаллӑ хӑрушлӑха нейтрализацилеме ФСБ вӑй-хӑвачĕпе туллин усӑ курмаллине те каланӑ вӑл.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/79216
https://iz.ru/2048163/2026-02-24/prezident-rf-poruchil-fsb-aktivizirovat-borbu-s-terrorizmom