Михайловкăри вăтам шкулта каникул умӗн терроризма хирӗҫле хӳтлӗх тата харпӑр хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене, диверсисене тата санкцилемен халӑх мероприятийӗсене хутшӑннӑшӑн яваплӑх пирки халалланӑ мероприятисем иртнĕ.
Калаҫусемпе практика занятийӗсем классенче вӗренекенсене пӗрлештернĕ. Педагогсемпе пӗрле пăтăрмахлă лару-тӑрура тумалли ӗҫсен алгоритмӗсене тишкернĕ, сыхлӑх тата пӗр-пӗрне пулӑшнин пӗлтерӗшне сӳтсе явнă, ҫавӑн пекех хӑйсен канӑвне ҫутӑ кӑна мар, хӑрушлӑхсӑр тӑвасси ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетнĕ.
Эпир ӗненетпӗр: правилӑсене пӗлни, тӗрӗс ӗҫлеме пӗлни тата яваплӑха ӑнланса илни — лӑпкӑ кану никӗсӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.