

Раҫҫейре ҫулсерен сентябрӗн 3-мӗшӗнче уйрӑм дата -Терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗрлӗх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн ҫак кун пӗтӗм ҫӗршыври хурлӑх кунӗ пулса тӑнӑ, авӑн уйӑхӗнчи куна вара Раҫҫей Президенчӗн указӗпе терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗрлӗх кунӗ тесе пӗлтернӗ.
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсемпе директорӑн ача-пӑча общество пӗрлешӗвӗсемпе воспитани тата ҫыхӑнса ӗҫлекен канашҫи Э.М.Сулейманова терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗр шухӑшлӑ пулнине халалланӑ «Татӑлнӑ урок» асӑну сехечĕ ирттернӗ.
Ачасем синкерлӗ пулӑмсем ҫинчен пӗлнĕ, Беслан хулинчи шкула ярса илнин историйӗпе, никама та шеллемен террористсем хӳтӗленнӗ айӑпсӑр заложниксем ҫинчен, синкерлӗ пулӑмсене халалланӑ палӑксем ҫинчен пĕлнĕ.
Пӗр минут чӗнмесӗр тăрса асӑннă.
#Росдетцентр
#НавигаторыДетства
#оДнеСолидарностиНД
#ПамятьЗащищает
#ДвижениеПервых
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public210652587