Çутă çул
+20 °С
Облачно
Террора хирĕç
7 Сентября , 09:00

Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă

Кистенлĕри Культура çурчĕн «Эпир терроризма хирӗҫ» тематика программине хутшӑнакансене терроризм мӗн иккенне каласа панă.

Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнăКистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă

 

Кистенлĕри Культура çурчĕн «Эпир терроризма хирӗҫ» тематика программине хутшӑнакансене терроризм мӗн иккенне, унӑн мӗнле тӗсӗсем пуррине, вӑл мӗнле тӗллевсем пурнӑҫланине каласа панă. Юлашки ҫулсенчи пысӑк террористла актсем ҫинчен аса илнĕ. Теракт хӑрушлӑхĕнче тата ӑна тӑвас пулсан хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Иккӗленӳллӗ япаласем тупӑнсан мӗнле ӗҫлемеллине тата сыхӑ пулни мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илнĕ. Терроризма хирӗҫ тӑрасси, ҫакӑн пек лару-тӑрура хамӑра тата ҫывӑх ҫынсене мӗнле хӳтӗлесси пирки калаҫнă. Бесланри теракт ҫинчен видео ролик пӑхнă.

#Кистенли_Богдановский_СДК
#БесланПомним
#Мы_против_терроризма

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club203777291

 

 

 

Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура çуртĕнче терроризм хăрушлăхĕ çинчен калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас