

Сентябрӗн 3-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗр шухӑшлӑ пулнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн «Любознайки» комбинациллӗ аслӑ ушкӑнра тирпейлӗ те питӗ кирлӗ тематика калаҫӑвӗ иртнӗ. Ачасемпе пӗрле тăнăçлăх мӗн иккенне сӳтсе явнă. «Любознайкăсемшӗн» тăнăçлăх вӑл — хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатни, юратнӑ ҫемье юнашар чухне, туссемпе лӑпкӑн выляса кашни кун савӑнма май пурри. Эпир пӗрлӗх, пӗр-пӗрне пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калаҫрăмăр, паллах, харпӑр хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп правилисене вӑйӑ евӗр тепӗр хут каларӑмӑр: ҫын япалисене, пакетсемпе теттесене урамра тӗкӗнмелле мар; палламан ҫынсемпе ниҫта та каймалла мар.
Пӗрлӗхпе туслӑха пӗлтерсе ачасем хӑйсен аллипе ҫап-ҫутӑ плакат ӑсталанă. Сӑнӳкерчӗкри ҫак чӗререн тухакан кулӑсене, таса ача куҫӗсене пӑхӑр-ха. Пирӗн ачасен пуҫӗсем ҫинчи тӳпе яланах тӑнӑҫ та лӑпкӑ пултӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.