Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
5 Августӑн 2021, 12:01

Пушкӑртстанри вунӑ объект National Geographic Traveler журналӑн проектне лекнӗ

Вӗсемшӗн октябрӗн 10-мӗшӗччен «Сокровища России» ҫулленхи премин страницинче сасӑлама пулать.  

Конкурса йӗркелекенсем каланӑ тӑрӑх, проект Раҫҫейӗн тӗп паллӑ вырӑнӗсене пӗлме, теприсене — ҫӗнӗ туризм маршручӗсене уҫма пулӑшӗ. Премие хутшӑнмалли объектсене Раҫҫей регионӗсен официаллӑ представителӗсем суйланӑ, вӗсемшӗн кӑмӑл тӑвакансем пурте сасăлама пултарĕç.

Пушкăртстана конкурсра туристсен ҫак паллӑ вырăнĕсене тăратнă: «Янган-Тау» геопарк, Кӑнтӑрти Пысӑк сукмак, Капова ту хӑвӑлӗ, «Кандры-Куль» ҫутҫанталӑк паркӗ, пушкӑрт юханшывӗсем тӑрӑх ишмелли маршрутсем, Уфари «Арт-квадрат» проект, «Пушкӑрт вӑрăм ĕмĕрĕ. Туризм» проект, «Вăхăт юханшывĕ» истори реконструкцийӗн фестивалӗ, пушкӑрт кӗҫҫи тата пушкӑрт пылӗ.

 «Республика Башкортостан» информацийĕпе.

Пушкӑртстанри вунӑ объект National Geographic Traveler журналӑн проектне лекнӗ
Пушкӑртстанри вунӑ объект National Geographic Traveler журналӑн проектне лекнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: