Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
9 Сентябрӗн 2021, 10:30

Инвестсабантуя хутшăнакансем Сибайра «Нулевой километр» паллă уçаççĕ

Пӗтӗм Раҫҫейри "Прошагай город" акци сентябрӗн 10-мӗшӗнче Сибайра иртекен "Зауралье-2021" Инвестсабантуйăн ҫутӑ мероприятийӗсенчен пӗри пулса тӑрӗ.  

Оргкомит пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ ВЭП.рф ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, депутатсем, блогерсем тата хула администрацийӗн ӗҫченӗсем Сибайри паллӑ вырӑнсемпе уҫӑлса ҫӳреме палӑртнӑ.

"Экскурсантсем" хулан тӗп урамӗсем тӑрӑх иртӗҫ, палӑксемпе арт-объектсене кӑтартӗҫ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене хальлӗхе онлайн-карттӑна вырнаҫтарман-ха.

Ҫӗнӗ объект – "Нулевой километр" палли — уҫассипе ҫул малалла тӑсӑлать. Ҫавӑн пек элементсем нумай хулара пур. Вӗсем пуҫламӑшне символласа параҫҫӗ. Кунтан хулари ҫулсемпе туризм маршручӗсем старт илеççĕ. Уйрӑмах экологи тӗлӗшӗнчен тимлӗх ыйтакан объектсем ҫине "сайра хутра тĕл пулакан кушак йӗрӗ" ҫыпӑҫтарӗҫ.

"Прошагай город" акцие 2019 ҫулта монохуласене аталантармалли тата ВЭБ.РФ патшалăх корпорацийĕн Фончĕ, Раҫҫей экспорт центрӗ, Google тата "Яндекс" компанисем хута янӑ. Унта 460 ытла хула хутшӑннӑ, онлайн-карта çине 7 пин ытла ҫӗнӗ объект кĕртнĕ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:  photo.forum-zauralye.com/ru/

Инвестсабантуя хутшăнакансем Сибайра «Нулевой километр» паллă уçаççĕ
Инвестсабантуя хутшăнакансем Сибайра «Нулевой километр» паллă уçаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: