Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
30 Сентябрӗн 2021, 15:58

Пушкӑртстанра экскурсоводсен аттестаци иртмелле пулать

Ҫавӑн пекех аттестацие гид-куҫаруҫӑсем тата инструктор-проводниксем иртӗҫ. Саккунсен ҫӗнӗ норми 2022 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеме тытăнать.  

Пушкӑрт Курултайĕ — Патшалăх Пухăвĕ "РБ турист ӗҫӗ-хӗлӗ çинчен" Саккунра тивӗҫлӗ улшӑну йышӑннӑ. Туротрасль ӗҫченӗсене аттестацилеме экскурсовод е гид-тӑлмачӑн кӑкӑр ҫинчи идентификаци карточкин формине йӗркелӗҫ тата ҫирӗплетӗҫ.

"Европӑри нумай ҫӗршывра экскурсоводсемпе гид-куҫаруҫӑсен ӗҫне илсе пымалли ҫирӗп правилӑсем пур. Ҫак ӗҫе тӑвас тесен ятарлӑ пӗлӳ илмелле тата аттестаци тумалла, аттестатсем памалли пӗтӗм системӑна професси ассоциацийӗсемпе патшалӑх органӗсем ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Эпир туса хатӗрленӗ саккун проекта экскурсиллӗ пулӑшу ӗҫӗсен рынокне, туристсен интересӗсене хӳтӗлеме тата республикӑн позитивлӑ имиджне регион пек, туризмпа кану валли лайӑх та хӑрушсӑрлӑх имиджне йӗркелеме кирлĕ", — ӑнлантарчӗ пушкӑрт парламенчӗн спикерӗ Константин Толкачев.

 «Башинформ» информацийĕпе.  

Пушкӑртстанра экскурсоводсен аттестаци иртмелле пулать
Пушкӑртстанра экскурсоводсен аттестаци иртмелле пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: