Ҫӗнетӳ вӑхӑчӗ - пилӗк ҫула.
Ҫакӑн пек мера республикӑра тӑвакан, туробъектсене арендӑна тата управленине паракан инвесторсене пырса тивет.
Палӑртса хӑварар, халӗ Раҫҫейре тӗнчери чи ҫӳллӗ ставкӑсенчен пӗри – 20%. Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак пысӑк нагрузка экономикӑн ытти отраслӗсемпе танлаштарсан, туризм конкурентлӑ мар тата инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ мар. Туротрасль инвесторӗсен ӗҫӗ ҫӗнӗ условипе ҫӑмӑлланать.
Раҫҫей правительствин председателӗн çумĕ Дмитрий Чернышенко ку йышăнăва "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче йышӑннӑ тесе палӑртнӑ. Чернышенко ҫитес вӑхӑтра Раҫҫейре канма кăмăл тăвакансен шучĕ самаях пысӑкрах пулассине палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.