Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
14 Мартӑн 2022, 14:15

Чикӗ леш енче унчченхи пекех Пушкӑртстанри 200 яхӑн турист юлать

Вӗсем пурте турттарса тухакан рейссем кӗтеҫҫӗ.  

Чикӗ леш енче унчченхи пекех Пушкӑртстанри 200 яхӑн турист юлать
Чикӗ леш енче унчченхи пекех Пушкӑртстанри 200 яхӑн турист юлать

Вӗсем пурте турттарса тухакан рейссем кӗтеҫҫӗ.

Кун пирки паян республика Правительствинчи канашлура ПР тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева пӗлтернӗ.

Ситуаци центрне чикӗ леш енчи 110 ҫын пулăшу ыйтса шăнкăравланă. Киле 29 ҫын таврӑннӑ, тата 81 турист таврӑнасса кӗтет. Пӗтӗмӗшле илсен, февралӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкăртстана 2695 турист таврӑннӑ.

Анчах та унчченхи пекех Раҫҫей тулашӗнче 200 яхӑн турист юлать. Вĕсем çĕршыва ытларах чухне авиарейссене пӑрахӑҫланине пула таврăнаймаççĕ.

 «МГ» информацийĕпе.

Чикӗ леш енче унчченхи пекех Пушкӑртстанри 200 яхӑн турист юлать
Чикӗ леш енче унчченхи пекех Пушкӑртстанри 200 яхӑн турист юлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: