Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
16 Мартӑн 2022, 13:41

Çичӗ санаторине туризм кешбэк программине кӗртнӗ

Ӑна мартӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗнетнӗ.

Çичӗ санаторине туризм кешбэк программине кӗртнӗ
Çичӗ санаторине туризм кешбэк программине кӗртнӗ

Ӑна мартӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗнетнӗ. Туризм кешбэкӗн программипе Раҫҫейри путевка хакӗнчен 20 процентне каялла тавӑрма пулать, анчах 20 000 тенкӗрен ытла мар.

Туризм кешбэкӗ мӗн иккенне тата программа мӗнле ӗҫлени ҫинчен туризм енӗпе Патшалӑх Комитечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ринат Фаткуллин каласа пачӗ.

Пушкӑртстанра туризм кешбэк программин ҫӗнӗ сезонӗнче ҫичӗ туроператор, 25 гостиницӑпа кану бази, "Якты-Куль", "Карагай", "Юматово", "Березки", "Красноусольск", "Зеленая Роща", "Ассы" санаторисем хутшӑнаҫҫӗ. Списока ҫывӑх вӑхӑтра ыттисем хушӑнӗҫ.

2021 ҫулта программӑпа 1,7 млн яхӑн Раҫҫей ҫынни усӑ курнӑ, вӗсем канма 34 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ, вӗсенчен 6,7 миллиард тенкӗ кешбэк евӗр таврӑннӑ. 2022 ҫулта программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче унпа 800 пин ҫын усӑ курнӑ, турсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 15 миллиард тенкӗ, пӗтӗмӗшле кешбэк — 2,9 миллиард тенкӗ шутланнӑ.

Путевка хакӗн пӗр пайне каялла тавӑрас тесен ӑна кӑҫалхи майӑн 1-мӗшӗччен туянмалла, ҫула пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, урӑхла каласан, ҫуллахи сезон пуҫланиччен кайма юрать.

 «Хĕрÿ лини»:

8 800 444-31-27 (туристсемпе  операторсем)
8 800 200-34-11 (программăна хутшăнас тесен)
8 800 100-54-64 (енчен теукçана каялла тавăрса паман пулсан).

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Çичӗ санаторине туризм кешбэк программине кӗртнӗ
Çичӗ санаторине туризм кешбэк программине кӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: