Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
23 Майӑн 2022, 10:10

Аэрофлот Раҫҫей регионӗсенчен Сочие кулленхи тӳрӗ вӗҫев программине хута ярать

Çакă шалти туризма аталантарма пулăшать.

Аэрофлот Раҫҫей регионӗсенчен Сочие кулленхи тӳрӗ вӗҫев программине хута ярать
Аэрофлот Раҫҫей регионӗсенчен Сочие кулленхи тӳрӗ вӗҫев программине хута ярать

Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Аэрофлот кулленхи рейссене хута ярать, вӗсем Сочипе Раҫҫейри тӑхӑр хулине тӳрремӗнех ҫыхӑнтараҫҫӗ. Кӑнтӑрти паллӑ курорта Чулхуларан, Самартан, Хусантан, Санкт-Петербургран, Омскран, Пермьрен, Екатеринбургран, Тюменьпе Уфаран Airbus A320 вӗҫевсене пурнӑҫлӗҫ. Вăйра тăракан расписание авиакомпани сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аэрофлотӑн ҫӗнӗ программине пула регионти пассажирсем ҫуллахи сезонра, Мускава каймасăр, Хура тинӗс патне вӗҫме пултараҫҫӗ.

РФ хулисенчен Сочие тӳрӗ вӗҫмелли Программа регионсен транспорт мелне ӳстерме кӑна мар, шалти туризма аталантарма та пулӑшать.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Аэрофлот Раҫҫей регионӗсенчен Сочие кулленхи тӳрӗ вӗҫев программине хута ярать
Аэрофлот Раҫҫей регионӗсенчен Сочие кулленхи тӳрӗ вӗҫев программине хута ярать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: