Ку сезонра Пушкӑртстанри паллӑ вырӑнсемпе 2—3 кунлӑх турсем йышлă ыйтма пултараҫҫӗ. Уйрӑммӑнах республикӑн этникипе наци кухни пирки тимлӗх палӑрать. Гостиницӑсемпе отельсене чылай çын килессе кӗтеҫҫӗ. Кун ҫинчен "Suleyman Travel" экскурси Центрӗн генеральнӑй директорӗ Лейсан Сулейманова пӗлтернӗ.
Эксперт шухӑшӗпе, 2-3 кунлӑха туристсем Свердловск, Челябинск тата Чулхула облаҫӗсенчен килессе кӗтеҫҫӗ. Федерацин Тӗп округӗнче тата ытти регионта пурӑнакансем чылай вӑрӑмрах маршрутсене — 5-7 кунлӑха тишкереҫҫӗ.
Пушкӑртстанри Предпринимательлӗх тата туризм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика кӑҫал 4 млн турист йышӑнма хатӗрленет. Мероприятисене "Туризм" наци проекчӗн шайӗнче йӗркелеҫҫӗ.
Топ-5 вырӑн, кирек мӗнле пулсан та кайса курмалла:
Шихан Торатау — ҫӗр ҫинчи чи авалхи тусенчен пӗри. Ишимбай районӗнчи сайра тӗл пулакан палӑк 300 миллион ҫул ытла.
Шульган-Таш — Уралти нумай хутлӑ карст ҫӗр хӑвӑлӗсенчен пӗри, живописьпе культурӑллӑ палеолит сийӗ.
Туймазă районӗнчи Кандры кӳлли — Европӑри вӑрман зонинчи чи пысӑк кӳллисенчен пӗри.
Кугарчă районӗнчи "Мурадымовское ту хушӑкӗ" ҫутҫанталӑк паркӗ — Уралти ҫӗр хӑвӑлӗсен чи лайӑх комплексӗсенчен пӗри.
Нугуш водохранилищи — Урал тӑвӗсен кӑнтӑр енчи ҫыранӗсем патӗнчи илемлӗ алӑпа туна бассейн, Пушкӑртстанра канмалли чи паллӑ вырӑнсенчен пӗри.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Лейла Аралбаева.